День чувашского языка в библиотеках округа
28.04.2025
Просмотров: 18
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫĕмĕрле муниципаллă округĕнчи библиотекасенче чăваш чĕлхи кунне иртерчĕҫ. Ҫак кун 1848 çулта, Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕн Кăнна Кушки ялĕнче çутлăхçă, православи миссионерĕ, педагог, халăх шкулĕсене йĕркелекенĕ, Хусан вĕренӳ тăрăхĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторĕ , Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕн ертӳçи , çĕнĕ чăваш çырулăхне тăваканĕ, чăвашсем валли вĕренӳ кĕнекисене хатĕрлекенĕ, çыравçă, куҫаруҫӑ, фольклорист Яковлев Иван Яковлевич çуралнă. И.Я.Яковлев чăваш çырулăхне, чăваш шкулне пурнăç панă.
Чăваш чӗлхи кунӗнче библиотекасенче, вулав сехечӗсем, пӗлу сехечӗсем, çавра сӗтелсем иртрӗç. Библиотекарьсем вулакансене Иван Яковлевич Яковлев пурнăçӗпе тата чăваш халăхне çутта кăларас енӗпе тăрăшнă ӗçĕпе паллаштарчӗç.
Вулакансем кӗнеке куравӗсенче И. Я. Яковлев çырнă «Чăваш халăхне панă халал» кĕнекипе тĕплен паллашрĕç. И.Яковлев чăваш халăхĕ валли çырнă халал кашни çыншăн пысăк та тарăн пĕлтерĕшлĕ. Çак халалри кашни сăмахра, кашни йĕркере чăваш халăхĕн шăпишĕн ĕмĕрĕпех çуннă Патриархăн чĕри канăçсăр тапни сисĕнет.
Возврат к списку